Уйкас Кипек тăрăхĕнчи ялсенче те отчетлă пухусем тухăçлă иртнĕ.
«Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем халăх умĕнче отчет туни – ахальтен пуçарнă йăла мар. Çакă хамăр тăрăхра пурăнакан çынсемшĕн пурнăçланă ĕçсене кăтартма, çивĕч ыйтусене уççăн çутатма, малашнехи тĕллевсене палăртма май парать», – терĕ ял поселенийĕн пуçлăхĕ Александр Петров.
Пĕлтĕрхи ĕçсем курăмлă. Кивçурт Енĕшре Совет Союзĕн Геройĕн Степан Илларионович Илларионовăн музей-çуртне уçнă. Пуçаруллă бюджет программине кĕрсе ял пуçĕнче вырнаçнă Герой ячĕллĕ парка хăтлăх кĕртнĕ.
Ку ялта лавкка валли çĕр лаптăкĕн чиккисене уйăрнă пулсан, Енĕшре вара Калинино райповĕ çĕнĕ магазин уçнă. Салари чиркĕве чыслă лару-тăрура çветить тунă. Сăмах май, ăна халăх укçи-тенкипе çĕклесе лартнă.
Саккун ыйтнине пурнăçласа усă курман çĕр лаптăкĕсене йĕркене кĕртес ĕçе вĕçленĕ, пĕлтĕр ултă çĕр лаптăкне ял поселенийĕн харпăрлăхне куçарнă.
«Вырăнти территори аталанăвĕнче бюджет пысăк вырăн йышăнать», – тенĕ ял поселенийĕн пуçлăхĕ çынсене çĕр тата пурлăх налукĕсене вăхăтра тÿлеме ыйтса. Çапла калама сăлтавĕ те пулнă. Уйрăм çынсем вырăнти налуксемпе парăма кĕни 295176,56 тенкĕпе танлашать.
Пĕтĕмĕшле, бюджета тупăш пайĕпе уйкас-кипексем 3517603,66 тенкĕлĕх пурнăçланă. Налук тата налук мар тупăшсем 927449 тенкĕпе танлашнă. Харпăр хăй тупăшĕн тĕп çăлкуçĕсем – çĕр тата пурлăх налукĕсем, çĕре арендăна пани тата ыт. те. Патшалăх уйăрнă хывăм 2,5 млн ытларах тенкĕ. Расхутсем – 3,2 миллион тенке яхăн.
Ку ял тăрăхĕнче çулсен тăрăмне пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пĕлтĕр Вăрман Кипекри Шкул урамĕнчи çула юсанă. Кивçурт Енĕшри урамри çул строительствин проектне хатĕрлесе пĕтернĕ. Кăçал Уйкас Кипекри Ленин урамĕнчи çула юсасшăн.
Ял тăрăхĕнче пĕтĕмпе 1042 çын пурăнать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕр участникĕ кăна тăрса юлнă. Вăл – Уйкас Кипекри Валентин Емельянович Емельянов. Тыл ĕçченĕсем вунçиччĕн, вăрçă участникĕсен тăлăх арăмĕсем пиллĕкĕн, «,ç ветеранĕ» хисеплĕ ята илнисем 90-ăн. Шел те, демографи ыйтăвĕ кунта пĕтĕм районти пекех çивĕч. Пĕлтĕр, акă, тăватă ача кăна çуралнă. Пурнăçран уйрăлакансем вара ултă хут нумайрах – пĕтĕмпе 25.
Вăрман Кипекри шкулта тăватă ялти 39 ача вĕренет. Кăçал кунта спортзала юсавра çĕнетме палăртнă.
Ку тăрăхра ĕçчен çынсем пурăнаççĕ. Вĕсем ĕне-выльăх (пĕтĕмпе 393 пуç), сурăхсем (257), качака (34), кайăк-кĕшĕк (2910), кроликсем (80) ĕрчетеççĕ. Вĕлле хурчĕсемпе ĕçлекенсем те пур. Ял хуçалăхне аталантарассипе «Луч» хуçалăх (ертÿçи – Вячеслав Николаевич Ижелеев), Яковлев тата Максимов фермерсем хытă тимлеççĕ, районта ырă ятпа палăраççĕ. Андриян Григорьев, гидросооруженисене арендăна илнĕ май, пулă ĕрчетессипе ăнăçлă ĕçлет.
Ял поселенийĕн пуçлăхĕ Александр Петров пысăк ĕçсемпе пĕрлех ял территорийĕсене симĕслентерессипе, тирпей-илем кĕртессипе, халăх ĕçкĕпе иртĕхнине асăрхаттарассипе, спортпа туслисен шутне ÿстерессипе, пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе, çынсене ĕçе явăçтарассипе те ĕçлемелĕх пуррине каларĕ. «Пĕрлешсе, ăнланса тăрăшсан йăлтах пулать», – терĕ вăл.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |