Пĕчĕкрен пĕчĕк

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.02.2019, 09:33 Просмотров: 307

Нумаях пулмасть суту-илÿре çĕрулмин пĕчĕк паранкисем («мини-клубни») курăнма пуçларĕç.

Вĕсене ятарлă лабораторисенче пробиркăра çитĕнтереççĕ. Çавна май çĕрулмин сорчĕ лайăхланать, ÿсентăрана вируссемпе чирсем хăратаймаççĕ. Пробиркăри калчана теплицăна куçарса лартаççĕ. Çак ÿсентăранран пĕчĕк паранкăсем çитĕнеççĕ. Вĕсенчен малтанхи çул илнĕ тухăçа пĕрремĕш ăру теççĕ, тепĕр çулне вара – иккĕмĕш ăру (супер-суперэлита), ун хыççăн – суперэлита, элита, пĕрремĕшпе иккĕмĕш репродукци. Каярахри çулсенче массăллă репродукциллĕ çĕрулми çитĕнтереççĕ.

Калас пулать, пĕчĕк паранкăсем ÿстерекен лабораторисем Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш енри филиалĕнче те пур. Асăннă организацире çĕрулмин паха сорчĕсене – «Жуковский ранний», «Ирбитский», «Маяк», «Невский», «Лорх» «Импала», «Белороза», «РедСкарлетт», «Гала», «Сатурна» – кăлараççĕ.

Çĕрулми сорчĕсем çинчен тĕплĕнрех пĕлес тесен Раççей ял хуçалăх центрĕн Вăрнар районĕнчи уйрăмне 2-54-54 номерпе шăнкăравлама пултаратăр. Сире хамăр патра та хапăлласах кĕтетпĕр. Адресĕ: Вăрнар поселокĕ, Советски урамĕ, 22-мĕш «а» çурт.

Вячеслав АЛЕКСЕЕВ,

уйрăм пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика