Мĕн акатăн – çавă шăтать, теççĕ. Раççей ял хуçалăх центрĕн Вăрнар районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕ Вячеслав Алексеев пĕлтернĕ тăрăх, нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕ тĕлне тĕрĕсленĕ тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсен 85 проценчĕ ака стандартне тивĕçтерет.
Тыррăн шăтаслăхĕ лайăх, анчах та хăшпĕр хуçалăхсен вăрлăха çÿпĕрен тасатассипе ĕçлемелли пур-ха. Районĕпе илсен, тырра ака стандартне тивĕçтерес тесе 12 звено тăрăшать.
Ял хуçалăх организацийĕсенчен пĕри – «Юнтапа» кооператив – хальлĕхе акмалли вăрлăха тĕрĕслеттереймен.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
