Раççей Конституцийĕ кашни çынна кирек мĕнле саккунлă майпа информаци илме право парать.
Граждансене нормативлă право акчĕсем çинчен тĕрĕс тата актуаллă информаципе тивĕçтерме, акă, Чăваш ен Юстици министерстви 2017 çулхи декабрьте Интернет сетĕнче «Раççей Федерацийĕнчи нормативлă право акчĕсем» çĕнелнĕ портала ĕçе кĕртнĕ. Ку портал – федераллă патшалăх системин пĕр пайĕ. Кунта Раççей патшалăх влаçĕн аслă органĕсем, ĕç тăвакан влаçăн федераллă органĕсем, Раççей субъекчĕсен патшалăх влаçĕн аслă тата ытти органĕсем, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем йышăннă право акчĕсене йĕркелесе пухнă. Вĕсем пурте кашни çын валли талăкĕпех уçă, тÿлевсĕр.
«Право порталĕнче Раççей Федерацийĕнчи муниципаллă пĕрлĕхсен патшалăх реестрĕнчи, халăхсем хушшинчи тата тулаш экономика çыхăнăвĕсем çинчен субъектсен килĕшĕвĕсен патшалăх реестрĕнчи сведенисем те пур. Çавăн пекех – ĕç тăвакан влаçăн федераллă органĕсемпе субъектсен ĕç тăвакан влаç органĕсем полномочисен пайне куçарасси пирки çырнă килĕшÿсем çинчен те. Пĕлтĕрхи декабрь тĕлне порталта – 9,5 миллион енне нормативлă право акчĕ», – пĕлтерет Чăваш ен Юстици министерстви.
Портал çак адреспа ĕçлет: http://pravo-minjust.ru; http://право-минюст.рф.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |