Шĕнер Ишек ялĕнче сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен ушкăнĕ пур уява та пĕрле ирттерме тăрăшать: Çĕнĕ çул, февралĕн 23-мĕшĕ, Мартăн 8-мĕшĕ, Çăварни, йĕлтĕр сезонне хупни.
Вăрманти уçланкă – чăн-чăн хĕллехи кану вырăнĕ. Кунта тахçан çамрăксем чуччу ярăнма пуçтарăннă.
Клуб çук тесе хуйхăрса лармаççĕ шĕнер-ишексем, кăмăл тата пĕр шухăшлă пулни анчах кирлĕ.
Хальхинче те арçынсене саламлама «Чуччу» уçланкине хастарсем вăхăтра пуçтарăннă. Пурте уяв тĕлне ятарласа çĕлеттернĕ формăсемпе. Çĕлекенĕ – Зоя Сергеевна Иванова. Уçланкăра чăваш юрри янăранă. Çанталăкĕ те уява пухăннисемпе пĕр шухăшлă тейĕн – хĕвеллĕ, ăшă.
Хĕрарăмсем маттур арçынсене уяв ячĕпе саламланă, парнесемпе чысланă. Çав вăхăтра кăвайт çинче курăк чейĕ вĕренĕ, хуранта салтак пăтти пиçнĕ. «Сĕтелĕ те пуян, анчах салтак пăттинчен тутли пулмарĕ», – тенĕ уява пуçтарăннисем пĕр шухăшлăн.
Малалла спорт ăмăртăвĕсем пуçланнă: винтовкăран тĕл пересси, юр çинчи футбол. Уяв пурин кăмăлне те кайнă, вăхăт иртни те сисĕнмен.
Çакăн пек уявсене йĕркелесе пыракан та кирлĕ. Ку ялти пуçаруçă – Анатолий Иванович Васильев. Л.Убакова, В.Ефимова, Л.Антонова, З.Васильева, Л.Григорьева, А.Краснова çак пултаруллă, сывă пурнăç йĕркин ушкăнне пĕтĕçтерсе пыраççĕ. Унта тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем пĕрлешнĕ: тивĕçлĕ канăва тухнисем те, тĕрлĕ вырăнта ĕçлекенсем те, шкул ачисем те.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
