Калчасем – хÿтлĕхре

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.02.2019, 15:59 Просмотров: 504

Кĕр тыррисем пысăк тухăç параççĕ. Çавăнпа вĕсем сивве мĕнле тÿссе ирттерни хресчене хытах шухăшлаттарать.

Иртнĕ эрнере Раççей ял хуçалăх центрĕн республикăри филиалĕн районти уйрăмĕн специалисчĕсем «Мураты» кооператив уй-хирне çитнĕ, кĕрхи туллăн «Московская 56» сорчĕ епле хĕл каçнине юр касса тĕрĕсленĕ. Çак лаптăкри тырă хунавланма пуçланă. Юр витĕмĕн хулăнăшĕ вăтамран – 32 см, тăпра 40 см тарăнăш шăнса хытнă.

Районĕпе илсен, çак вăхăт тĕлне кĕрхи тырăсем начар мар упраннă.

Раççей ял хуçалăх центрĕн республикăри филиалĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Вячеслав Алексеев палăртнă тăрăх, пĕлтĕр кĕр тыррисене акнă вăхăтра нÿрĕк сахал пулнă. Çак сăлтава пула калчасем пĕр тикĕс шăтман. Кăçал юр çителĕклĕ, калчасем – хÿтлĕхре. Кĕрхи пÿлмесем тулли пулас шанăç пысăк.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика