Саккунпа палăртаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.03.2019, 09:32 Просмотров: 400

РФ Ĕç кодексĕн 133-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, ĕç вăхăтне тата ĕç тивĕçĕсен нормисене тултарнă работниксен уйăхри шалăвĕ ĕç тÿлевĕн чи пĕчĕк виçинчен сахалрах пулма пултараймасть. Федераллă саккунпа палăртнă тăрăх, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен ĕç тÿлевĕн чи пĕчĕк виçине 11280 тенкĕ тесе çирĕплетнĕ. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса тата малашне çулсерен январĕн 1-мĕшĕнчен ĕç тÿлевĕн чи пĕчĕк виçине федераллă саккунпа Раççей Федерацийĕнчи пурăнма кирлĕ минимумăн унчченхи çулăн иккĕмĕш кварталĕнчи виçи чухлĕ палăртаççĕ. Енчен те ку кăтарту тата маларахри çулхи иккĕмĕш кварталтинчен пĕчĕкрех пулсан, ĕç тÿлевĕн виçи унчченхи çулхи январĕн 1-мĕшĕнче çирĕплетнĕ пек юлать.

А.СОРОКИН,

Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика