Пĕрле савăнчĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.03.2019, 09:32 Просмотров: 504

Чăрăш Ишекри культура çуртĕнче те çĕршывăн сыхă та шан-чăклă хÿтĕлевçисен кунĕ ячĕпе пуян программăллă концерт пулчĕ.

Чи пĕлтерĕшли – унта Германире службăра пулнисен районти организацийĕн членĕсем – А.И.Васильев, В.Л.Григорьев, В.Н.Корбачев, В.Г.Романов, В.П.Эндрухин пуçарулăх кăтартни. Вĕсем патриотизм туйăмне вăратакан юрăсем шăрантарчĕç. Шĕнер Ишек шкулĕнче вĕренекенсем – Кира Кириллова, София Ежова, Ангелина Николаева, Настя Захарова, Дашăпа Аня Грошевасем хастар пулчĕç. Вĕсемпе пĕрле Ишлĕ ялĕнчи «Ылтăн пучах» ушкăн та савăнтарчĕ. Программăна илемлетекенĕсем – Олег Семеновпа Александр Кузьмин баянистсем. Любовь Русскина ял старости тата Любовь Сергеева та илемлĕ юрăсем парнелерĕç.

Зал тулли пухăннă халăх артистсене тăвăллăн алă çупса чысларĕ.

Олег Семенов.

Добавить комментарий

Яндекс.Метрика