Тÿлев ыйтăвĕсем тавра

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.03.2019, 08:54 Просмотров: 454

Чăваш Республикинче коммуналлă хытă каяшсен çаврăнăшĕн çĕнĕ тытăмĕ ĕçлеме пуçланăранпа темиçе уйăх иртрĕ.

Çĕнĕлĕх районти çынсем, уйрăмах ялта пурăнакансем, хушшинче нумай ыйту çуратрĕ. Хаçата хаксемпе килĕшменни пирки çыракансем те пулчĕç. Упнер ял çыннисенчен электронлă почтăпа çакăн евĕр çыру илтĕмĕр: «Эпир çын пуçне шутлакан уйăхсеренхи норматива пĕчĕклетме ыйтатпăр. Хальхи вăхăтра вăл 0,168 кубла метрпа (6 михĕ) танлашать. Ял çынни валли ку кăтартăва пĕр михĕ таран чакарсан тĕрĕсрех пулĕ. Эпир хулари пек пур çÿп-çапа та кăларса пăрахмастпăр. Хут-картонсене кăмакара çунтаратпăр. Хăма, йывăç касăкĕсем вутта çаврăнаççĕ... Лару-тăрăва тепĕр енчен пăхар-ха. Пирĕн ялта 668 çын пурăнать, ку цифрăна 0,168 м3 çине хутласан 112 кубла метр çÿп-çап пулса тăрать. Пĕр вакун туласлăхĕн калăпăшĕ – 86 м3. Пирĕн ялтан 1,5 вакун çÿп-çап илсе тухаççĕ-ши; Раççей Президенчĕ В.Путин ку енĕпе ыйтусене уçăмлатма ыйтрĕ», – тенĕ унта.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, ыйтусем нумай çĕкленипе 2019 çулхи январĕн 1-мĕ-шĕнчен ялта пурăнакансенчен ТКО-шăн 60,71 тенкĕ илмелле тунă. Анчах ял çыннисем ку хак та пысăк тесе шутлаççĕ. Çавна май республикăри пилотлă районсенче çÿп-çапăн çулталăкри калăпăшне виçсе палăртаççĕ. Пĕтĕмлетÿллĕ хака каярах çирĕплетĕç.

Граждансене тепĕр ыйту та хумхантарать: çÿп-çап илсе тухнин тивĕçтерĕвĕшĕн тÿленĕ чухне мĕншĕн комисси илеççĕ; «МВК Экоцентр» тулли мар яваплă общество директорĕ Виктор Лагуновский пĕлтернĕ тăрăх, тÿлеве комиссисĕр те хывма пулать. Сăмахран, регион операторĕн офисĕнче (Шупашкар хули, Мускав пр., 19-мĕш çурт, 11-мĕш корпус, 2-мĕш пÿлĕм. Шăматкунпа вырсарникун – канмалли кунсем).

Чăваш ен строительство министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, регионти операторсен районти представительствисенче те çывăх вăхăтра тÿлевсене комиссисĕр йышăнма тытăнмалла. «Çавăн пекех, регоператорăн сайтĕнчи (https://mvkecocenter.ru) уйрăм пÿлĕм урлă тÿлесен те ытлашши укçа тытмаççĕ. Унта регистрациленме телефон номерĕ çеç кирлĕ, ку майпа кирек кам та усă курма пултарать», – пĕлтереççĕ министерствăран. Хулара хăшпĕр управляющи компанисем те тÿлевшĕн комисси тытмаççĕ.

Почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсенче комисси виçи 3 процентпа танлашать. Перекет банкĕнче дистанцилле мелпе – самообслуживани устройстви, «Сбербанк Онлайн» система, «Сбербанк Онлайн» мобильлĕ приложени, «Автоплатеж» тивĕçтерÿ урлă – 1 процент. Банк операционисчĕсем урлă – 2, самообслуживани устройстви урлă – 1,5 процент илеççĕ. Анчах юлашки икĕ тĕслĕхĕнче те комисси 20 тенкĕрен сахал мар. Сăмахран, сирĕн квитанципе пĕр çыншăн 75,70 тенкĕ тÿлемелле пулсан, комиссипе пĕрле 95,70 тенкĕ кăларса хума тивет.

Почта Банкри хушма тÿлев 0,5 процентпа танлашать. Енчен те çыннăн шалăвĕ е пенсийĕ ку банк картти çине куçать пулсан комисси пачах та çук.

«Инсоц» тÿлев агенчĕ тÿлевшĕн 10 тенкĕ илет.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика