Çуркунне хаваслăх, уйрăмах асамлă кăмăл-туйăм парнелет. Март хĕвелĕпе пĕрлех чаплă уяв – Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ килет. Йăлана кĕнĕ тăрăх, ун умĕн Чăвашстат республикăри хĕрарăмсен статистика портретне хатĕрленĕ.
Статистика даннăйĕсемпе, 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 655 пин хĕрарăм пурăнни паллă. Ку – пĕтĕм халăхăн 53 проценчĕ. Хулара пурăнакансем – 424 пинĕн, ялта пурăнакансем – 231 пинĕн. Вăл шутран ĕçлес ÿсĕмринчен кĕçĕнреххисем – 18 процент, ĕçлес ÿсĕмрисем – 49 процент, аслăрах ÿсĕмрисем – 33 процент.
2018 çулта хĕрарăмсен вăтам ÿсĕмĕ 42 çулпа танлашнă. Хулара ку кăтарту «çамрăкрах» – 40 çул, ялта «аслăрах» – 46 çул. 15–35 çулсенчи хĕр-пикесен пĕчченлĕх пирки шутламасан та юрать. Ку ÿсĕмре 1000 арçын пуçне 960 хĕрарăм тивет. 38-тан иртнĕ хĕрарăмсем вара арçынсенчен ытларах: 1000 хĕрарăм пуçне – 989 арçын. 75-рен аслăрах хĕрарăмсем арçынсенчен икĕ хут ытларах. Пĕтĕмĕшле, республикипе 1000 арçын пуçне 1138 хĕрарăм тивет.
2018 çулта ирттернĕ суйлавлă тĕрĕслев 15 çултан аслăрах хĕрарăмсен 51 проценчĕ е 283 пинĕшĕ экономикăра ĕçлени паллă. Ĕçсĕрлĕх шайĕ – 4,9 процент. Этемлĕхĕн илемлĕ çурри ытларах суту-илÿре, автотранспорт хатĕрĕсен юсавĕн тытăмĕнче, тирпейлекен промышленноçра, вĕрентÿре, сывлăх сыхлавĕнче тата социаллă тивĕçтерÿре тимлет.
Ноябрь 2024 |