Пĕрле канма пĕлеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.03.2019, 15:00 Просмотров: 459

Кашни уява асра юлмалла ирттерме тăрăшаççĕ шĕнер-ишексем.

Вырсарникун Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе тата Çăварние ăсатас тĕллевпе йăлана кĕнĕ уяв вырăнне пуçтарăннă вĕсем. Ял арçыннисем вăрман уçланкине малтанхи кунах илемлетнĕ.

Уява пурте ятарласа ăсталанă пуç кăшăлĕсемпе, илемлĕ тумсемпе пынă. Пĕр-пĕрне тутлă икерчĕпе сăйланă. Вырăнта хатĕрленĕ техĕмлĕ шаркку пурин кăмăлне те кайнă.

Шĕнер-ишексем тĕрлĕ вăйăсенче савăннă, пĕр-пĕрне саламласа юрă-кĕвĕ шăрантарнă. Юлашкинчен Çăварни карчăкне çунтарса çитес çулччен сывлăхпа пурăнма ырă суннă.

Уява Анатолий Васильев, Валерий Григорьев, Любовь Убакова, Валентина Ефремова, Людмила Антонова пуçарнипе йĕркеленĕ. Чи пĕлтерĕшли – унта ял çыннисем хастар хутшăнни, пĕрлешсе савăнни.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика