Ярмушкари «Утмăлтурат» ушкăн пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче Малтикас Ялтăрари клубра концерт кăтартрĕ.
Виçĕ ялти – Кăмпалти, Малтикас Ялтăрари, Уйкас Ялтăрари çынсем самаях пуçтарăнчĕç. «Утмăлтурат» ушкăн тĕрлĕ ялсенче концерт кăтартнă. Пур çĕрте те ял артисчĕсене мухтаççĕ. Эпир те вĕсен пултарулăхĕпе паллашма килнĕшĕн чун-чĕререн савăнтăмăр.
«Утмăлтурат» ушкăнра ытларах утмăлтан иртнисем. Хăйсене епле тытма пĕлеççĕ, шур акăш пек ярăнса утаççĕ. Курнăçемĕн пăхса ларас килчĕ. Юррисем те чуна çĕклеççĕ. Елена Моисеева купăсçă питĕ маттур пулчĕ. Ертсе пыраканĕ хĕрарăмсен праçникĕ ячĕпе хăй çырнă сăввисене те вуласа пачĕ. Ватă çынсен куçĕсем шывланчĕç. Куракансене концерт питĕ килĕшрĕ. Тăвăллăн алă çупса артистсене тата нумай-нумай çул çынсене савăнтарма çирĕп сывлăх сунчĕç.
Нина ПАРАМОНОВА.
Май 2025 |