Чи илемлĕ çурхи уявра хÿхĕм чечексем мĕнле пикене савăнтармĕç; Форма тăхăннă маттурсем кĕтмен çĕртен саламлаççĕ-тĕк, ак, пушшех те. Сăмахран, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекторĕсем.
Мартăн 8-мĕшĕнче вĕсем республикăри мĕнпур хулара, районта ир-ирех çулсем çине тухнă. Автоинспекторсен уйрăм тимлĕхĕнче руль умĕнчи пикесем пулнă. Ахальтен мар – республикăра «Автоледи валли – чечексем» илемлĕх акцийĕ иртнĕ.
Унчченхи çулсенче çирĕпленнĕ ырă йăлана районти ГИБДД сотрудникĕсем те малалла тăснă, акцие хастар хутшăннă. Хăйсене чарсан автоледисем яланхиллех документ-мĕн тĕрĕслессе кĕтнĕ пулинех. Анчах инспекторсем уяв кунĕнче пачах урăхла – савăнăçлă та кăмăллă – миссие хăйсем çине илнĕ. Сотрудниксем ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕпе В.Петровпа пĕрле этемлĕхĕн черченкĕ çуррине чечек çыххисемпе савăнтарнă. Машинăпа çÿрекен чиперккесене саламланипе пĕрлех вĕсем яланах хăрушсăр çул суннă. Çул-йĕр правилисене пăхăнмаллине те тепĕр хут аса илтернĕ.
Паллах, уяв автоинспекторсемшĕн хăйсемшĕн те чăн парне. Ăшă тав сăмахĕсем, хĕрсен пичĕсем çинчи чипер кулă – çăмăл мар службăра тимлекенсенне хăйсене те чылайлăха кăмăла çĕкленĕ.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
