Ăсталăхпа – çĕнтерÿ патне

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.03.2019, 15:02 Просмотров: 421

Февраль вĕçĕнче республикăра «Çамрăк профессионалсем» (WorldSkills Russia) чемпионатăн регионти тапхăрĕ иртнĕ. Унта Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем те хастар хутшăннă.

Вăрнар çамрăкĕсем «Повар ĕçĕ» тата «Ял хуçалăх машинисене эксплуатацилесси» компетенцисене хутшăннă.

Пĕрремĕш номинацире тăван вĕренÿ учреждени чысне Кирилл Ягодов хÿтĕленĕ. Ун наставникĕ – производство вĕрентĕвĕн мастерĕ Светлана Александровна Казанкова.

Тепĕр ушкăнри çамрăка – техника тивĕçтерĕвĕн тата юсавĕн мастерĕ пулма хатĕрленекен Юрий Гордеева уйрăмах ăнăçнă. Вăл мĕнпур задание çирĕплĕхпе, пĕлсе пурнăçланă. Хатĕрленÿ ĕçĕ – теорие тĕпчени, агрегатсемпе механизмсем, детальсем тĕлĕшпе практика занятийĕсенче пиçĕхни – сая кайман. Михаил Геннадьевич Алексеевăн вĕренекенĕ 2-мĕш вырăн йышăннă.

Ку – Юрийăн пурнăçĕнчи пĕрремĕш пысăк çитĕнÿ, професси утăмĕнчи лайăх пуçламăшĕ.

Палăртма кăмăллă, пирĕн ĕçтешĕн Татьяна Данилован ывăлĕ – Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта вĕреннĕ Максим Данилов та çак сумлă конкурсра палăрнă. Шупашкарти электромеханика колледжĕнче машиностроени технологийĕн факультетĕнче пĕлÿ илекенскер, «ЧПУ станокĕсен фрезеровщикĕ» компетенцире 1-мĕш вырăн йышăннă. Маларах вăл Курскра иртнĕ çак конкурсăн вĕрентÿллĕ тапхăрне те хутшăннă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика