Куç курманнисен районти обществи иртнĕ çулхи ĕç-хĕле йĕпреçсемпе пĕрле пĕтĕмлетнĕ.
Лару куç курманнисен республикăри организацийĕн председателĕ Юрий Сергеев, çавăн пекех социаллă хÿтлĕх, ĕçлев, социаллă страховани службисен представителĕсем хутшăннипе иртнĕ.
Вырăнти организацин председателĕ Галина Мясникова, докладпа паллаштарнă май, Вăрнар тата Йĕпреç районĕсенче куç курманнисем пĕтĕмпе 188-ăн пулнине палăртнă. Вăл шутран пирĕн районтан 115-ĕн.
Пĕлтĕр ку категорири сусăр çынсен прависемпе интересĕсене хÿтĕлес, канăвне усăллă йĕркелес тĕлĕшпе чылай мероприяти ирттернĕ: тĕлпулусем, спорт ăмăртăвĕсем, творчество конкурсĕсем, фестивальсем, калаçусем, экскурсисем.
Социокультура мероприятийĕсене библиотекăсемпе тата культура çурчĕсемпе пĕрлешсе ирттересси йăлара. Вăрнарти вулав çуртĕнче, сăмахран, Шурă туя уйăхлăхне халалланă тĕлпулу, «Эпир чĕрепе куратпăр» каç тата ытти те пулнă. Галина Михайловна куç курманнисен ыйтăвĕсене ял тăрăхĕсенче те тимлĕхе ытларах илме тытăннине палăртнă.
Япăх куракан ачасем те тимлĕхре. Вĕсене сывă ачасенчен уйăрас мар тесе тĕрлĕ мероприятисене явăçтараççĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун тĕлне «Ачасем ырă кулăпа кулаççĕ!» пысăк уяв йĕркеленĕ.
ВОСовецсем спорт пурнăçĕнче те хастар. Хĕлле вĕсем йĕлтĕрсем çине час-часах тăраççĕ, скандинави уттине килĕштереççĕ. Галина Михайловна хăйсене физкультурăпа спорт комплексне ирĕклĕн кĕртнишĕн, спортинвентарьпе тÿлевсĕр тивĕçтернишĕн хĕпĕртесе калаçрĕ. Шашка, дартс турнирĕсем ирттересси йăлара.
Çавăн пекех куç курманнисен районти обществин председателĕ пулăшу кÿрекен çынсем пурришĕн те савăнать. Чи пĕлтерĕшли – хăйсене инкекпе куçа-куçăн пĕччен хăварманни. Çавна май вăл район администрацине, социаллă хÿтлĕх органĕсене хавхалантарушăн тав тăвать. Паллах – спонсорсене уйрăммăн.
Ларура председателĕн ĕçне пысăк хак панă. Вăл пурне те пурнăçа юратнипе «чĕртнине» ырласа палăртнă.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |