Раççей Шалти ĕçсен министерствин Чăваш енри линейнăй пайĕ граждансене патшалăх тивĕçтерĕвĕсене çăмăллăхлă йĕркепе илме май пуррине аса илтерет. Сăмахран, судпа айăпланманни е айăпланни çинчен, уголовлă хĕсĕрлев е уголовлă ĕçе чарни çинчен справкăсене илме, архив справкисене заказ пама, çавăн пекех çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ енĕпе административлă правăна пăсни çинчен сведенисене пĕлме.
Пĕрлĕхлĕ портал урлă ШĔМ-ĕн мĕнпур тивĕçтерĕвĕсене илме интернет-порталта регистрациленмелле кăна. Тивĕçтерĕве мĕнле йĕркепе илмелли, заявленисен тĕслĕхĕсем, административлă регламентсен тексчĕсем, ыттисем – кунта пĕтĕмпех пур. Заявленисене патшалăх тата муниципаллă тивĕçтерÿсен Пĕрлĕхлĕ порталĕ урлă килтен е ĕç вырăнĕнчен тухмасăр яни меллĕ.
Кристина ХОРУШ,
транспорт çинчи линейнăй пай инспекторĕ
шалти служба лейтенанчĕ.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
