Районти 26-ри, 23-ри тата 19-ти çамрăксем суд тенкелĕ çине ларнă.
Сăлтавĕ – РФ Уголовлă Кодексĕн 158-мĕш статйин 2-мĕш пайĕн «а», «б» пункчĕсенчи преступлени (пĕрле каварлашса, урăх хранилищĕне кĕрсе, ушкăнпа ют пурлăха вăрттăн çаратни). Патшалăх айăплавне ку уголовлă ĕçпе район прокуратури ертсе пынă.
Суд çакна палăртнă. Пĕлтĕрхи октябрь вĕçĕнче 26-ри арçын тепĕр икĕ çамрăка чукун çулпа турттаракан пурлăха вăрлама сĕннĕ. Лешсем килĕшнĕ, пĕрле калаçса киревсĕр ĕç тума каварлашнă.
Ноябрĕн 15-мĕшĕнче усал шухăш тытнă çамрăксем машинăпа Чулхула чукун çулĕн Вăрнарти станцине килсе çитнĕ. 19 сехет тĕлĕнче вĕсенчен пĕри вакун-платформа çинчи чукун çул контейнерĕн çăра-пломба устройствине касса пăрахнă. Çакăн хыççăн вĕсем ирĕклĕнех контейнера кĕрсе тустарнă. Ушкăнпа вĕсем 441 банка пыл (пĕтĕмпе 87318 тенкĕлĕх) йăкăртнă.
Çамрăксем хăйсен айăпне туллин йышăннă. Вĕсенчен пĕрне, преступлени пуçаруçине, Вăрнар район сучĕ çулталăк çурăлăха условнăй майпа ирĕкрен хăтарнă. Тĕрĕслев вăхăчĕ – çулталăк та 2 уйăх. Унăн икĕ пĕлĕшĕ тĕлĕшпе палăртнă айăплав вăхăчĕ çур çул сахалрах – пĕрер çулталăк.
А.СОРОКИН,
Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ.
Ноябрь 2024 |