Çурхи ейÿ вăхăтĕнче инкексем ытларах чухне хăрушсăрлăх правилисене уяманран тухаççĕ. Хăшĕсем ку правилăсене пĕлмеççĕ, теприсем вара çăмăлттайла пăхăнмаççĕ. Хăрушлăхĕ вара ку вăхăтра тавраллах.
Хĕвел хĕртнипе, акă, пăр çемçелет, кăпăшланать, пăхма çирĕп курăнать пулин те. Унта çăмăллăнах анса кайма пулать.
Ейÿ тапхăрĕнче карьерсем, шыв-шур тăракан пĕчĕк вырăнсем хăрушă – вĕсене шыв хăвăрт тулать. Калăпăр, паян кăна ăшăхчĕ, ыранах тарăнăшĕ хăпарать.
Çуркуннехи каникул пуçлансан ачасен пушă вăхăт нумай. Ăна вĕсем урамра ирттереççĕ, ытларах чухне – асăрхавсăр. Ачасем юханшывсемпе пĕвесем патне пыни те сайра мар. «Хăюллисем» тăвайккисенчен ярăнса анма, пăр çинче выляма-ярăнма та, е тата пăр катрамĕсем çине хăпарма та хăрамаççĕ. Хăйсен пурнăçĕшĕн еплерех хăрушлăх кăларнине вĕсем туллин ăнланмаççĕ те.
Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсен яваплăха хăйсем çине илмелле. Вĕсене тимлĕхрен кăларма юрамасть. Пăр кайнă вăхăтра шыв-шур çывăхне вуçех пыма юраманнине ăнлантармалла, хăрушсăрлăх правилисене вĕрентмелле. Шкулсенче те асăрханулăх темине вăхăт уйăрсан аван. Ку ыйтусемпе калаçусем, конкурссемпе викторинăсем, ятарлă уроксем ирттерни инкексене асăрхаттарма пулăшать. Манмалла мар: ачасен сывлăхĕпе пурнăçне сыхласа хăварасси аслисен тивĕçĕ.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |