Канмалли кунсенче мунча çунманни сайра: çак пăшăрханул-лă кăтартăва республикăри МЧС хыпарĕсем те пĕрмаях çирĕплетеççĕ.
Иртнĕ шăматкунпа вырсарникун та лару-тăру улшăнман – тĕрлĕ районта кунашкал инкексем темиçе те çырăннă. Вĕсенчен пĕри – Вăрнар поселокĕнче.
«Мартăн 17-мĕшĕнче 1 сехет те 30 минутра К.Маркс урамĕнчи хуçалăхра мунча тивсе илнĕ. Çулăм шалти отделкăна сиенленĕ. Малтанхи тĕрĕслевсем тăрăх, пушар сăлтавĕ тĕтĕм çулĕсем хăрушсăрлăха тивĕçтерменни е юсавсăрлăхĕ пулма пултарать», – пĕлтерет Раççей МЧС-ĕн республикăри тĕп управленийĕ.
Сăмах май, мартăн 22-мĕшĕ тĕлне республикăра 234 пушара шута илнĕ. Вĕсем 16 миллион тенкĕ енне тăкак кÿнĕ. Инкексенче 18 çын вилнĕ, 13-ĕн суранланнă.
Ирина ПЕТРОВА.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
