Мăньял Хапăсри ял библиотекинче Пĕрлехи информаци кунĕ уçă калаçу мелĕпе иртрĕ.
Ун ĕçне Чăваш Республикинчи патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçин заместителĕ – патшалăхăн тĕп жилинспекторĕ Елена Миронова, район администрацийĕн строительствăпа ЖКХ пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Владимир Леонтьев хутшăнчĕç. Вĕсем кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене туллин уçса пама тăрăшрĕç.
Хăйĕн калаçăвĕнче патшалăхăн тĕп жилинспекторĕ Елена Миронова Владимир Путинăн Федераллă Пухăва янă Çырăвĕнчи самантсене пысăк вырăн уйăрчĕ. Ку документ çĕршыври кашни çынна пырса тивнине, унти тезиссем халăх пурнăçĕн хăтлăхне, демографи лару-тăрăвне лайăхлатассипе, социаллă экономика кăтартăвĕсене ÿстерессипе, çĕршыва хăватлатассипе тата ыттипе çыхăннине каларĕ.
Пухăннă халăх Çырури йĕркесемпе тĕплĕн паллашни сисĕнчĕ. Хăшпĕр тĕслĕхсемпе ыйтусем те çĕкленчĕç. Сăмахран, чухăнлăх шайне чакарассипе çыхăннă мерăсем пирки.
Ял çынни пысăк укçаллă мар пулин те малашлăха шанчăклăн пăхать. Уншăн умра, ак, хĕрÿ тапхăр: çурхи уй-хир ĕçĕсене пахалăхлă ирттересси. Вăрнар районĕнче кăçал акакан пĕтĕм лаптăк 29194,4 га йышăнмалла. Çурхисене 14973,3 га хывма палăртнă. Вăрлăха кирлинчен вунă процент ытларах, пĕтĕмпе 3049,7 тонна, хатĕрленĕ. 94 проценчĕ патшалăх стандартне тивĕçтерет. Минераллă удобренисене те палăртнинчен нумайрах туяннă – 3121 тонна. Çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе кирлĕ чухлĕ тивĕçтермен-ха: топливăна 54, бензина 25,6 процент çеç хатĕрленĕ.
– Чи кирли – çутçанталăк ура ан хутăр. Синоптиксем апрель варринче чылай регионта хаяр сивĕсем пуласса пĕлтереççĕ, – терĕ Елена Владимировна, ял çыннисене хĕрÿ ĕçре вăй, хастарлăх тата хăвăртлăх сунса.
Паянхи куншăн тепĕр çивĕч ыйтăва та хускатмасăр хăвармарĕç. Ку вăл – цифрăллă телехыпарлав эфирĕ çине куçасси. Çĕнĕлĕх пирки туллин те ăнланмалла каласа кăтартни халăх ăсне аван вырнаçни палăрчĕ (ку ыйтăва уçăмлатни пирки паянхи номерте «Чувашия переходит на «цифру» статьяра вуласа пĕлме май пур).
Мăньял Хапăсри тĕлпулура кун йĕркине кĕртмен ыйтусене те çĕклерĕç. Калаçу пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтересси тавра çивĕч пычĕ. Информаци ушкăнĕн членĕсем йăлари тата ăшăтакан приборсемпе асăрхануллă пулмаллине, тĕтĕм çулĕсене яланах юсавлă тытмаллине, ачасене шăрпăкпа выляни мĕн патне илсе çитернине вĕрентмеллине аса илтерчĕç. Шел те, Вăрнар районĕнче пĕлтĕрхи ку вăхăтрипе танлаштарсан пушарсен шучĕ 8,3 процент ÿснĕ.
Ял çыннисен йăлари хытă каяшсен çаврăнăшĕн çĕнĕ йĕрки тĕлĕшпе те ыйтусем нумай пулчĕç. Ку ялта хальлĕхе контейнер площадкисене йĕркелемен-ха. Çÿп-çапа виçĕ çĕртрен тиесе каяççĕ. Пысăк ялшăн ку питĕ сахал, терĕç ял çыннисем контейнерсене ытларах çĕре лартма сĕнсе. Район администрацийĕн строительство пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Владимир Леонтьев бюджетран уйăрнă 4,1 млн тенкĕпе районти ялсенче 247 çÿп-çап площадкине йĕркелеме палăртнине пĕлтерчĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |