Район прокуратури автотранспортпа ачасене турттарассинче хăрушсăрлăха тивĕçтерессипе саккуна пăхăннине тĕрĕсленĕ. Ку ĕç Чăваш Республикин прокуратурин хушăвĕпе пурнăçланать.
Вăрнарти 2-мĕш шкулти тĕрĕслевре, акă, «Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ çинчен» федераллă саккун ыйтнине туллин пăхăнманни курăннă. Шкул автобусĕн водителĕн январьти çул хучĕсем çинче рейс хыççăн медицина ĕçченĕ тĕрĕслев ирттернине кăтартакан штампсемпе алă пуснисем пулман. Шкул директорĕ тĕлĕшпе çавна май административлă ĕç пуçарнă. Сăлтавĕ – транспорт хатĕрĕсен водителĕсене рейс хыççăнхи медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалли йĕркене тивĕçтерменни (РФ КоАП-ĕн 12.31.1-мĕш статйин 2-мĕш пайĕ).
Çакнашкал çитменлĕхсене Кĕçĕн Кипекри тата Туçи Мăратри шкулсенче те тупса палăртнă. Вĕсен директорĕсем тĕлĕшпе те административлă ĕçсем пуçарнă.
Материалсене Транспорт сферинчи асăрхавăн федераллă службин регионсем хушшинчи Вăтам Атăл управленийĕн Чăваш Республикинчи территори пайне ярса панă.
А.СОРОКИН,
Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ.
Ноябрь 2024 |