Федераллă налук службин районсем хушшинчи 3-мĕш инспекцийĕн информацийĕ тăрăх февральте район прокуратури пĕр уйрăм предприниматель ĕç-хĕлне тĕрĕсленĕ.
Çав вăхăтра ĕç саккунĕсене пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнă. Сăмахран, шалу тÿленĕ чух предприниматель ĕçлекенсене расчет хучĕсем паман. Ку – Ĕç кодексĕн 136-мĕш статйине уяманни. Çавăн пекех, кодексăн 91-мĕш статйине пăсса, кашни работник ĕçлесе татнă вăхăт шутлавне те тивĕçлĕ йĕркелесе пыман. Ĕç вăхăчĕн учечĕн табелĕ те тĕрĕслев вăхăтĕнче пулман.
Тупса палăртнă çитменлĕхсене кура район прокуратури уйрăм предприниматель тĕлĕшпе административлă ĕç пуçарнă (РФ КоАП-ĕн 5. 27-мĕш статйин 1-мĕш пайĕ). ЧР Патшалăх ĕç инспекторĕн йышăнăвĕпе ăна 5000 тенкĕ штраф хунă.
Ноябрь 2024 |