Улькка Эльменĕн кĕнекине тишкерчĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.03.2019, 10:03 Просмотров: 401

Наци библиотекинче ĕçлекен «Варкăш» литература клубĕ чăваш кĕнекине юратакансене пуçтарчĕ. Хальхинче Улькка Эльмен паллă çыравçăн «Сарă кĕпе» кăла-рăмне тишкерчĕç.

Унăн алçырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2015 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ. Хайлаври тĕп сăнар – аслă класра вĕренекен Даша – чухăн çемьере ÿсет. Амăшĕн тăрăшуллă та ĕçчен хĕрачана вăрçмалли сăлтав тупăнсах пырать. Асламăшĕ çеç Дашăшăн чун ăшши пулса тăрать кил-йышра.

Пĕррехинче хĕре ялти лавккара тин çеç сутлăха илсе килнĕ сарă кĕпе кăмăла каять, Даша валлиех çĕленĕ тейĕн. Анчах ашшĕпе амăшĕ туянса памĕç ăна – çакна хĕр аван пĕлет. Çамрăкскере куç хывнă каччă ырă сунса çак кĕпене туянать те сутуçă урлă парне пек парать. Дашăпа пĕрле вĕренекен хĕрсем çак пулăма тĕпе хурса тантăшĕ пирки усал сăмах сараççĕ...

«Ку – чăн пулнă истори, – терĕ Ольга Геннадьевна тĕлпулура. – Паллах, пĕр çын шăпи çеç мар кунта, пурнăçра тĕл пулакан тĕрлĕ çын историне итленĕ-пĕлнĕ хыççăн сăнар калăпланать».

Повесть пурин кăмăлне те кайни палăрчĕ, кашниех хăйне валли чуна çывăх самантсене тупса палăртрĕ.

Çитес тĕлпулу ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче иртĕ. Унта Микул Ишимбайăн «Тăрачул» кĕнекине пăхса тухĕç.

Ольга ФЕДОРОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика