Районта сортлă вăрлăх туса илмелли лаптăка – 5780 гектар çĕре – тĕпченĕ. Хуçалăхсене сорт çинчен пĕлтерекен документсем панă.
Каласа хăвармалла, районта сортсем ĕрчетекен хуçалăхсем пур. Вĕсем – Карл Маркс ячĕллĕ кооператив, «Санары» тата «Агрохмель» агрофирмăсем. Ял хуçалăх организацийĕсем хăйсем туса илнĕ элита тата пысăк репродукциллĕ вăрлăха республика тулашĕнче те сутаççĕ.
Тĕпрен илсен, районти ял хуçалăх предприятийĕсенче сортлă вăрлăх акаççĕ-ха, анчах та хăшпĕр фермер хуçалăхĕсем агротехникăна пăхăнмаççĕ. Паянхи кун та вăрлăха ятарлă лабораторисенче тĕрĕслемесĕр тата сорт çинчен пĕлтерекен документсене илмесĕр акаççĕ. Çавна пула ял хуçалăх культурисене çитĕнтернĕшĕн аграрисене субсиди уйăрнă чух йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ. Кунсăр пуçне вăрлăхăн районланă сорчĕсене, республикăра усă курма ирĕк панисене, акмалла. Хуçалăхсен «Вăрлăх ĕрчетесси çинчен» федераллă саккуна уямалла.
Вăрлăхăн пахалăхĕ мĕнле шайра пулнине Раççей ял хуçалăх асăрхавĕн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи филиалĕсем тĕрĕслесе тăраççĕ.
Вăрлăх туяннă чух сорт докуменчĕсене лайăх пăхса илмелле. Килĕшÿ сертификачĕ пулмалла. Ку документра мĕнле хуçалăха мĕн чухлĕ вăрлăх сутни çинчен пĕлтерни кирлĕ, пичетпе алă пусни пулмалла.
Ял хуçалăх культурисен сорт докуменчĕсем тĕрлĕрен: тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕн тăваттăмĕш репродукци, çĕрулмин вара – иккĕмĕш репродукци таран кăна. «Иккĕмĕш çăкăр» уйрăмах вирус чирĕсемпе хăвăрт сиенленнине палăртмалла.
Акса лартмалли ял хуçалăх культурисене çĕнетсех тăмалла. Паха вăрлăх – пысăк тухăç никĕсĕ.
Вячеслав АЛЕКСЕЕВ,
Раççей ял хуçалăх центрĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ.
Ноябрь 2024 |