Халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăсем çамрăксене професси е ĕç суйлама пулăшассине сумлă тÿпе хываççĕ.
Чăваш Республикин Ĕçлев министерстви пĕлтернĕ тăрăх, паян ĕçсĕр пĕр гражданина виçĕ ваканси тивĕçет. Темиçе çул каялла пачах тепĕр майлă пулнă% виçĕ çын пĕр ĕç вырăнĕшĕн кĕрешнĕ. Çавăнпа та паян аслă пĕлÿ илнĕ çамрăксене харпăр хăй тĕллĕнех ĕç тупма çăмăлрах.
Пĕлтĕр ĕçлев службисене 16–29 çулсенчи 15545 çын пынă, вĕсенчен 13662-шне (88,4%) ĕç тупса панă.
Кăçалхи икĕ уйăхра 1599 çынран 1112-шне ĕçе вырнаçтарнă. Унсăр пуçне 65 çынна социаллă адаптаци, 54 çынна психологи тĕлĕшпе пулăшу панă. 62 çынна, çавăн пекех ачапа ларакан 400-е яхăн хĕрарăма професси пĕлĕвĕ тата хушма специализаци валли вĕренĕве янă. Сăмахран, Ĕçлев министерствин «Аспект» вĕрентÿпе методика центрĕнче 28 профессипе пĕлÿ илме май пур.
Пĕлтĕр ĕçлев службисене экономист, менеджер, инженер, юрисконсульт профессийĕсене илнисем ĕç шыраса пынă.
Ĕçлев службин органĕсем халăх валли ятарласа вакансисен ярмăрккисем, «Çамрăксем тата карьера» информкунсем, профориентаци уйăхлăхĕсем ирттереççĕ.
Паянхи куна ĕçпе тивĕçтерекен службăсем 18 пин ĕç вырăнĕ пуррине пĕлтереççĕ, вăл шутран 100-шĕнче учительсем çитменни паллă. Мартăн 18-мĕшĕ тĕлне вакансисен вăтам шалăвĕ 18363,14 тенкĕпе танлашнă. Уйрăмах тирпейлекен производство организацийĕсенче, вĕрентÿре, строительствăра, административлă ĕç-хĕлре тата хушма тивĕçтерÿре ĕç çыннисем çитмеççĕ.
Яллă вырăнта пысăк шалу тухтăрсене (50 пин тенкĕ таран), учительсене (30 пин тенкĕ таран), агрономсене (30 пин тенкĕ таран), зоотехниксене (23 пин тенкĕ таран), трактористсене (25 пин тенкĕ таран) сĕнеççĕ.
Ку службăсем харпăр хăй ĕçне уçас текенсене те пулăшаççĕ, ăнлантару ĕçĕсем ирттереççĕ, вĕрентÿллĕ семинарсене хутшăнтараççĕ. Пĕлтĕр 30 çын кĕçĕн тата вăтам бизнесри бухгалтер учечĕпе налук хурассин ыйтăвĕсемпе пĕлÿ илнĕ. 418 çынна предпринимательство ĕçне йĕркелессипе методика пулăшăвĕ панă. 66 çын уйрăм предприниматель пулса тăнă. Харпăр хăй ĕçне уçма 40 çынна 58,8 пиншер тенкĕ уйăрнă.
2019 çулта пĕр хутчен паракан патшалăх пулăшăвĕпе 40-рен кая мар çынна тивĕçтерме палăртнă, 3859,2 пин тенкĕ пăхса хăварнă.
Ĕç – пурнăç тыткăчи, теççĕ. Эппин, кашниех хăйне килĕшекен тытăмра вырăн туптăр.
Ноябрь 2024 |