Çĕрпелти сортсем сăнакан участокра кашни çулах тĕрлĕ тĕслĕ ял хуçалăх культурисем çитĕнтереççĕ. Кăçалхи планпа килĕшÿллĕн урпан 10, çурхи туллăн 20, пăрçан 15, сĕллĕн 8 сортне акма палăртаççĕ. Çĕрулмине ытларах çитĕнтерĕç. Уй-хирте 33 сорт валли лаптăк уйăрĕç.
Ячĕсем илĕртÿллĕ, янăравлă. Пĕлтĕр, акă, çĕрулмин «Беллароза», «Джоли», «Аван», «Аустин», «Санибель», «Отолия», «Доната» тата ытти сорчĕсем çитĕннĕ. «Янгорчино» кооперативра иртнĕ агрономсемпе инженерсен районти семинар-канашлăвĕнче сортсен участокĕн ĕçченĕсем «иккĕмĕш çăкăрăн» куравне те йĕркеленĕччĕ.
Çĕрпелти сортсен участокĕнче виççĕн – Владимир Никифоров, Владимир Степанов, Светлана Алексеева – тимлеççĕ. Светлана Георгиевна учрежденире 1992 çултанпа тăрăшать.
– Эпир ял хуçалăх культурисем пирĕн тăрăхра мĕнле çитĕннине сăнатпăр-тĕпчетпĕр. Кайран хамăр ĕç çинчен Чăваш енри «Патшалăх сорчĕсен комиссийĕ» организацине пĕлтеретпĕр, – терĕ вăл.
Сортсен участокĕн 139,6 гектар çĕр шутланса тăрать. Калăпăшлă ĕçсене пурнăçлама вырăнти «Янгорчино» кооператив пулăшать, опычĕсене вара хăйсен техникипех усă курса тăваççĕ.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
