Ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсемпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.04.2019, 16:30 Просмотров: 731

Ĕç вырăнĕнчи инкексенетата чирсене асăрхаттарассине общественноç тимлĕхне кăларас, хăрушсăрлăх тата сывлăх ыйтăвĕсен пĕлтерĕшне ÿстерес тĕллевпе апрелĕн 28-мĕшĕнче Ĕç сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери кунне паллă тăваççĕ.

Çак кун умĕн Çĕмĕрлери районсем хушшинчи следстви пайĕн ертÿçи Александр Валерьевич Гаврилов тата Чăваш енри Патшалăх ĕç инспекцийĕн пай пуçлăхĕ Андрей Викторович Юлин массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе брифинг ирттернĕ.

А.Гаврилов пĕлтернĕ тăрăх, айăплисем хăйсен должноç тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçламаннипе çыхăннă ĕç сыхлавĕн тата хăрушсăрлăхĕн правилисене пăснă тĕслĕхсемшĕн, енчен те ĕç çыннин сывлăхĕ йывăр сиенленнĕ е вăл вилнĕ пулсан, уголовлă явап тыттараççĕ. Инкек мĕнле производствăра пулнине кура, тĕпрен илсен, уголовлă ĕçсене РФ Уголовлă кодексĕн 143-мĕш статйипе (ĕç сыхлавĕн правилисене пăсни) е 216-мĕш статйипе (строительство тата ытти ĕçсене ирттернĕ чух хăрушсăрлăх правилисене пăсни) пуçараççĕ. Хăшпĕр уйрăм тĕслĕхсенче – 118-мĕш е 109-мĕш статьясемпе (асăрхамасăр йывăр сиен е вилĕм кÿни).

Тĕрĕссипе, кашни тĕслĕх хăйнеевĕрлĕ, çавăнпа тĕплĕ тĕрĕслев кирлĕ. Следовательсем вăл е ку пăтăрмах кам айăпĕпе тухнине палăртаççĕ. Предприяти ертÿçин ĕçĕ-хĕлĕ те – ĕç сыхлавĕ енĕпе мероприятисене мĕнле йĕркелени – тĕрĕслевре. Паллах, шар курнă работникăн хăйĕн айăпĕ пуррипе çуккине уçăмлатассипе те ĕçлеççĕ следовательсем. Кашни тĕслĕхрех ĕç паракан ячĕпе представлени яраççĕ, преступление пулма май панă пулăмсене пĕтерме хушаççĕ.

Следовательсем республикăри Патшалăх ĕç инспекцийĕн ĕç сыхлавĕн инспекторĕсемпе тачă çыхăнура тимлеççĕ. Андрей Юлин ăнлантарнă тăрăх, инспекци – ĕç саккунлăхне тата ĕç правилисемпе çыхăннă ытти нормативлă право акчĕсене пăхăннине асăрхаса тата тĕрĕслесе тăракан орган. Унăн производствăри инкексене тишкерессине хутшăнма е хăй тĕллĕн тĕпчеме, юридици сăпачĕсене тата уйрăм предпринимательсене предписанисем çырса пама, административлă протоколсем çырма, административлă правăна пăснă çынсем тĕлĕшпе пуçарнă ĕçсене пăхса тухма тивĕçсем пур.

А.Гаврилов ĕç вырăнĕсенче аманнă-суранланнă тĕслĕхсене илсе кăтартнă. Сăмахран, пĕр ял хуçалăх предприятийĕн тракторист-машинисчĕ пулнă 33-ри арçын тĕлĕшпе айăплав приговорĕ кăларнă, икĕ çуллăха ирĕклĕхне чакарнă. Ăна хăйĕн професси тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламанран асăрхамасăр çынна вилĕм кÿнĕшĕн айăпланă.

Çавăн пекех следователь ĕç инспекторĕсемпе ирттернĕ тĕрĕслевре ĕç саккунлăхĕн нормисене пăснине те палăртнă. Сăмахран, шар курнă çын ĕç вырăнĕнчи ĕç сыхлавĕ енĕпе вĕренÿ, инструктаж витĕр тухман. Апла пулин те ăна ĕçрен хăтарман. Предприятире тракторист-машинистсене рейс умĕнхи медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларассине тивĕçтермен. Инкек вăхăтĕнче вара тракторист та, аманнă çын та, ытти работниксем те ÿсĕр пулнă. Организацире ĕç тата производство дисциплинине уяман. Тупса палăртнă çитменлĕхсене тĕпе хурса ертÿçĕ ячĕпе представлени янă, предприятин тăхăр работникне дисциплинарлă явап тыттарнă.

Çĕмĕрлери тепĕр инкекре вара строитель çÿллĕшрен ÿксе сывлăхне йывăр сиенлетнĕ. Следстви палăртнă тăрăх, строительство объектĕнче (нумай хутлă çуртра) 3-мĕшпе 4-мĕш хутсем хушшинче картламан шăтăк пуррине пĕлсе тăрса, прораб хăрушсăр ĕç условийĕсене тивĕçтермен. 46-ри каменщик, шăтăка курмасăр, бетон урайне ÿкнĕ. Суд организацин ĕç производительне айăплă тесе йышăннă, ирĕклĕхне 1,5 çуллăха чакарнă.

А.Юлин ĕç сыхлавĕн тытăмне тĕрĕс йĕркелени предприяти ăнăçлăхĕн палли пулнине палăртнă. Ĕçлекенсен пурнăçĕпе сывлăхне сыхласа хăварас тĕллевпе хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмаллине асăрхаттарнă.

Çĕмĕрлери районсем хушшинчи следстви пайĕ.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика