Пĕрремĕш сумлă ăмăрту

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.04.2019, 16:31 Просмотров: 698

Вăрнарти «Рассвет» физкультурăпа спорт комплексĕн фитнес-аэробика ушкăнĕсем пуçласа Пĕтĕм Раççейри ача-пăча спорт фестивальне хутшăнчĕç.

Шупашкарти Я.Ухсай ячĕллĕ культура çуртĕнче харăсах фитнес-аэробика тата акробатика рок-н-ролĕ енĕпе ултă тĕрлĕ ăмăрту пычĕ. Жюри членĕсем Тутарстанран, Пушкăртстанран, Мари Элтан, Чулхула, Пенза, Мускав тата Самар облаçĕсенчен 150 команда енне килсе çитнине пĕлтерчĕç.

Светлана Мальцева ертсе пыракан ушкăнсем «Юные надежды» тата «Волжская журавушка» ăмăртусенче вăй виçрĕç. Призлă вырăнсене лекеймерĕç пулин те çакă вĕсемшĕн спорт ташшин ăсталăхне туптама пулăшакан лайăх урок пулчĕ.

Ăмăртура «Химик» спорт клубĕн командисем те хастар пулчĕç. Елена Аликован воспитанникĕсем – «НЕКСТ-химик» команда тата Зинаида Ижелеева ертсе пыракан «Кидс» команда бронза медальсене тивĕçрĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика