Тĕнче чемпионачĕн призерĕсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.04.2019, 16:31 Просмотров: 728

Вăрнар каччи Андрей Львов спорт туризмĕнче тата тепĕр çитĕнÿпе савăнтарчĕ.

Спорт туризмĕн йĕлтĕр дистанцийĕнчи тĕнче чемпионачĕ Салехард хулинче иртнĕ. Раççейĕн пĕрлештернĕ команди йышне Чăваш енрен опытлă икĕ спортсмена кĕртнĕ – пирĕн ентешпе пĕрле Сергей Кузнецова.

«Йĕлтĕр çыхăнăвĕ» çăмăл мар дистанцире Андрей Львовпа спортри юлташĕ иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Уйрăм зачетра вара Андрей чи вăйлă пилĕк ăмăртуçă йышне кĕнĕ, Сергей дистанцие саккăрмĕш вĕçленĕ.

Пĕтĕмĕшле кăтартусемпе Раççей команди тĕнче чемпионĕ пулса тăнă. Ку çитĕнÿре, пĕр сăмахсăрах, Вăрнар каччин – Андрей Львовăн тÿпи те пысăк.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика