Тав сана, вăрçă ачи!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.04.2019, 16:33 Просмотров: 818

Кăçал Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 74 çул çитет. Çулсем хыçала та хыçала юлаççĕ. Вут-çулăм витĕр тухнă салтаксен йышĕ те сахаллансах пырать.

Санарпуç ял тăрăхĕнче вара Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем пачах та юлман, юлашки 2–3 çулта пурте пурнăçран уйрăлнă. Вăрçă ачисем – 41 çын. Вĕсенчен 19-шĕ – Санарпуçĕнчен, 22-шĕ – Çĕньял Хапăсран.

Вăрçă ачисене, Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн тылра ырми-канми тăрăшнă ĕç хастарĕсене ентешĕсем хисеплеççĕ. Санарпуç ял старости Антонина Филимонова тăрăшнипе виçĕмкун вырăнти клубра аслă ăрурисемпе тĕлпулу йĕркелерĕç. Чи малтанах вăрçă ачисен, тыл ĕçченĕсен кăкăрĕсем çине Георги хăйăвĕсем çакса ячĕç. Паттăр ăрăва Чăваш чĕлхи кунĕпе тата çывхарса килекен Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе Санарпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виталий Белов, шкул директорĕ Николай Иванов, ветерансен районти канашĕн председателĕ Евгений Алексеев, ял старости Антонина Филимонова, культура ĕçченĕсем Елена Михайлова тата Светлана Антонова саламларĕç. Юнлă çапăçу хирĕнчен Санарпуç ял тăрăхĕнчи 170 салтак каялла таврăнайман. Вăрçăра пуç хунисене асăнса тĕлпулăва килнисем пĕр минут шăп пулчĕç.

Аслă ăрурисем – Мария Радаева, Нина Афанасьева, Анна Аврамова, Зинаида Васильева тата ыттисем – куççуль витĕр вăрçă çулĕсенче аса илчĕç. Выçăлла-тутăлла пурăнни, иртен пуçласа каçчен аслисемпе тан уй-хирте хура тар тăкни, салтак арăмĕсен тертлĕ шăпи, фронтран çырусем чăтăмсăрран кĕтни пирки каласа кăтартрĕç. Вăрçă ачисем, тыл ĕçченĕсем тÿсĕмлĕ пулнипе, ĕçе юратнипе палăрса тăнă. Хурлăх-инкек йăтăнса аннă тапхăрта йывăрлăхпа пĕрле кĕрешнĕ.

– Эпир сирĕн умра пуç таятпăр. Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн хăвăра шеллемесĕр вăй хунăшăн, пире мирлĕ пурнăç парнеленĕшĕн, тÿпери сар хĕвелшĕн, ачасен чĕвĕл-чĕвĕл куллишĕн сире пысăк тав, – янăрарĕç ырă сăмахсем тĕлпулура.

Ватăсене Санарпуç шкулĕн ачисем, вырăнти ветерансен хорĕ концерт кăтартса савăнтарчĕç. Вăрçă ачисем хăйсем те артистсемпе пĕрле юрăсем шăрантарчĕç.

Концерт хыççăн уява йĕркелекенсем ветерансене салтак пăттипе хăналарĕç.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика