Аталану кăтартăвĕсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.04.2019, 16:35 Просмотров: 990

Депутатсен районти Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ район Уставне хăшпĕр улшăнусем кĕртнинчен пуçланчĕ.

Тĕп документри çĕнĕлĕхсем муниципаллă право акчĕсене тата килĕшĕвĕсене пичетлемелли (уйрăммăн илсен, официаллă сеть изданийĕ урлă халăха пĕлтермелли) йĕркене пырса тивеççĕ. Иккĕмĕш ыйтупа депутатсем пĕлтĕрхи бюджет пурнăçлавне çирĕплетрĕç. Финанс пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Семенова пĕлтернĕ тăрăх, 2018 çулхи бюджет тупăш енĕпе 616865511,62 тенкĕ пухăннă, тăкаксен кăтартăвĕ – 585875687,19 тенкĕ. Кăçалхи тата 2020–2021 çулсем валли планланă бюджет хисепĕсенче те улшăнусем пур. Сăмахран, 2019 çулта бюджетăн пĕтĕмĕшле тупăш калăпăшĕ 611143997,68 тенкĕ пуласса палăртаççĕ. Вăл шутра республикăран куçаракан тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ 439871438,71 тенкĕ кĕмелле. Планпа пăхнă тăрăх, кăçал бюджетран 642477227,84 тенкĕ тăкакламалла.

Ларура районăн пĕрремĕш кварталти социаллă-экономика аталанăвĕ пирки калаçу анлă пычĕ. Пĕтĕмлетÿсемпе экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Светлана Шашкарова паллаштарчĕ. Унăн докладĕнче – кашни сферăри кăтартусем. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, сăмахран, вырăнти пуçарусен программи пулăшнипе ялсенчи обществăлла инфраструктурăна аталантарма майсем нумайрах. Кăçал 18 проект пурнăçа кĕмелле: ытларахăшĕ – урамсенчи çулсене юсасси-сарассипе, масар çурчĕсене хăпартассипе тата çăвасене карта тытса уйăрассипе. Палăртса хунă мĕнпур ĕçсен хакĕ – 11767 пин тенкĕ.

Промышленность комплексĕн кăтартăвĕсене илес-тĕк, производство ÿсĕмĕн шайĕ виçĕ уйăхра 84,9 процентпа танлашнă, 4 млрд та 430 млн тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Харпăр хăй таварне ăсатнин калăпăшĕ – 2 млрд та 309 млн тенкĕ (пĕлтĕрхи шайпа – 123,6 процент). Калăпăшсене пысăклатнисен йышĕнче «Август» Фирмăн филиалĕпе (31,3 %) «Чувашкабельмет» общество (4,3 %).

Экономикăна инвестицисем хывассипе тĕслĕх кăтартаканĕ те – «Август» Фирмăн филиалĕ. Кунта производствăн техника хăватлăхне ÿстерме 20 млн тенкĕ ĕçе янă. Çавăн пекех «Вурнарская» МСО» общество 40 хваттерлĕ çурт строительствинче малалла тимлет, инвестицисен виçи – 12,3 млн тенкĕ. Агропромышленность комплексне аталантарма 10,06 млн тенкĕ хывнă. Пысăк тÿпи (9 млн тенкĕ) – «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерлă обществăн.

Унсăр пуçне «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» тулли мар яваплă общество 1,5 млн тенкĕлĕх оборудовани туяннă. Ваккăн суту-илÿ тытăмĕнчи инвестици проекчĕсем вара район çыннисем валли 20 ĕç вырăнĕ çĕнĕрен уçма май панă. Каласа хăвармалла, апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 11 инвестици проекчĕ пурнăçа кĕрет.

Ытти кăтартусемпе пĕрлех Светлана Шашкарова социаллă ыйтусене татса парас тĕллевлĕ ĕçсен планĕпе те паллаштарчĕ. Вăл шутра – пурăнмалли çурт-йĕре хута ярассипе, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене тата нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе, ытти енĕпе.

Депутатсем çавăн пекех Вăрнар районĕн 2035 çулчченхи социаллă-экономика аталанăвĕн Стратегине те йышăнчĕç.

Ирина Яковлева.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика