Йăласем манăçмаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.04.2019, 08:46 Просмотров: 462

Иван Яковлевăн, чăваш халăхне çутта кăлараканĕн, çуралнă кунне халалласа Вăрнарти «Ромашка» ача садĕнче уявсем йĕркелерĕç.

Шкул çулне çитнĕ ачасен «Хĕвел» ушкăнĕ те Чăваш чĕлхи кунне хастар хутшăнчĕ. Ачасем чăвашла юрăсем шăрантарчĕç, сăвăсем каласа савăнтарчĕç. Ушкăн воспитателĕ Валентина Васильевна Коновалова И.Я.Яковлевăн чăваш чĕлхине çĕклес ĕçри тÿпи пысăккине палăртрĕ.

Ачасем инструментсемпе выляса «Атя, Ванюк» юрра чăвашла хитре юрласа тĕлĕнтерчĕç. Çавăн пекех «Хĕвел» ушкăн чăваш халăх вăййине те йĕркелерĕ. Çакăн пек уявсем хыççăн чăваш чĕлхи манăçа тухмĕ тесе шанас килет.

Светлана АНТОНОВА,

воспитатель.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика