Тавах сана, чăваш чĕлхи!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.04.2019, 08:46 Просмотров: 516

Çитĕнекен ăрăва наци хаклăхĕсене тата йăлисене вĕрентес тĕллевпе Çĕньял Хапăсри «Ивушка» ача сачĕн вăтам ушкăнĕнче Чăваш чĕлхи эрни иртрĕ.

Ун вăхăтĕнче воспитатель кашни кунах ачасене чăваш халăх юмахĕсемпе халапĕсене вуласа пачĕ. Тематикăллă калаçусенче Иван Яковлевич Яковлев чăваш букварьне йĕркелени çинчен калаçрĕç. Паллă ентешсене те манмарĕç – Андриян Григорьевич Николаев космонавта, Константин Иванов поэта, Василий Иванович Чапаева, ыттисене аса илчĕç. «Улах» музыкăпа фольклор уявĕнче ачасем наци тумне тăхăнса юрларĕç, ташларĕç, сăвăсем каларĕç. Ăна Татьяна Викторовна Гаврилова воспитатель, Виктория Михайлова кĕçĕн воспитатель, Юрий Максимов музыка ертÿçи хатĕрленĕ.

Виктория МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика