Ярмушкари вăтам шкулта Чăваш чĕлхи эрни иртрĕ.
Ăна халалласа Валентина Ильина вĕрентекен ертсе пынипе кашни класс чăвашла пьесăсем лартрĕ.
Асра юлмалли вара – «Шкулти чăваш пики» конкурс. Тупăшăва 7 хĕр тухрĕ. Пĕри тепринчен ăста та маттур. Жюри членĕсене çĕнтерÿçĕ хĕре палăртма çăмăл пулмарĕ. Çавах та чи нумай балл пуçтарнă Людмила Васильевана (8-мĕш класс) çĕнтерÿçĕ пулса тăнă ятпа саламларĕç.
Тупăшăва хутшăннă ытти хĕрачасенчен кашниех хăйне тивĕçлĕ ята илме пултарчĕ. Чи кĕçĕнни, 13 çулти Кристина Алексеева – хÿхĕм хĕр, Кристина Шумилова – ăста, Кристина Павлова – илемлĕ, Камелия Кроткова – пултаруллă, Анна Васильева – сăпайлă, Анастасия Лаврентьева – тавçăруллă ятсене тивĕçрĕç. Ертÿçĕсем те, Эвелина Отрывановăпа Ксения Кузьмина, маттур пулчĕç. Кашни номере чăвашла пĕлтерчĕç. Жюри членĕсем – Лиана Григорьева, Нина Терентьева, Наталия Сорокина – уяв эрни шкулта çÿллĕ шайра иртнине палăртрĕç.
Лиана ГРИГОРЬЕВА.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
