Раççей ял хуçалăх центрĕн республикăри тата районти специалисчĕсем иртнĕ эрнере Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхри кĕр культурисен тата нумай çул ÿсекен курăксен уйĕсене тĕпченĕ.
Паянхи куна шăшисем йышлах мар, вĕсем ÿсен-тăрансене пысăк сиен тăваймĕç.
Раççей ял хуçалăх центрĕн специалисчĕсем Карл Маркс ячĕллĕ кооперативăн кĕр тыррисене уй пăрçисем тапăннине çирĕплетрĕç, вĕсене 8–10 экземпляр тытнă. Енчен те уй пăрçисене 30–40 таран тупсан лару-тăру çивĕчленĕ. Çак хурт-кăпшанкăсен йышĕ нумайлансан калчасене пестицидсемпе сирпĕтмелле.
– Çурхи ăшă кунсенче уй пăрçисем ĕрчесе кайса калчасене сăтăр тума пултараççĕ, çавăнпа сыхă пулмалла, – пĕлтереççĕ специалистсем.
Вячеслав АЛЕКСЕЕВ.
Ноябрь 2024 |