Май уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш енре пушара хирĕçле уйрăм йĕрке çирĕплетнĕ.
Вăл граждансем валли хăшпĕр чарусем кĕртет. Уйрăммăн илсен, вăрмансенче тата вĕсем çывăхĕнчи территорисенче кăвайт чĕртес, кăвар çинче апат-çимĕç хатĕрлес е çÿп-çап çунтарас тĕлĕшпе. Çавăн пекех вăрман çумĕнчи е ял хуçалăх çĕрĕсемпе юнашар çĕр пайĕсенче типĕ курăка та чĕртсе яма юрамасть. Пушар хăрушсăрлăхĕ IV тата V класс шайне ÿссен, çанталăк мĕнлине кура, вăрмансене кĕме вуçех чарассине те палăртнă.
Раççей МЧС-ĕ аса илтерет: типĕ курăкпа хытхурана çунтармалли, уçă çулăмпа усă курмалли, кăвайт чĕртмелли йĕркене пăснăшăн асăрхаттараççĕ е административлă штраф хураççĕ. Штраф виçи тĕрлĕрен: граждансемшĕн – 2–3 пин тенкĕ, должноçри çынсемшĕн – 6–15 пин тенкĕ, предприяти-организацисемшĕн – 150–200 пин тенкĕ. Пушара хирĕçле уйрăм тапхăрта штраф санкцийĕсем икĕ хут ÿсеççĕ.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
