Çурхи ĕç хакĕ кĕркунне курăнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.05.2019, 15:00 Просмотров: 529

Çĕр ĕçченĕсем уяр кунсемпе туллин усă кураççĕ, кĕрхи пÿлмесем пуян пулччăр тесе тăрăшаççĕ.

Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çу уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 15075 гектар акнă е плана 94 процент пурнăçланă.

Кукурузăна виçĕ хуçалăхра – Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче, «Янгорчино», «Мураты» кооперативсенче – акнă. Пĕрлехи ĕç кăтартăвĕ – 1132 гектар, çав шутра пин гектарĕ – аш-какай комбиначĕн.

Районĕпе илсен, пăрçа 202 гектар акнă. Çак культурăна çитĕнтерессипе уйрăмах «Луч», Карл Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино» кооперативсенче, Алексей Игнатьев фермер хуçалăхĕнче тăрăшаççĕ.

Хĕл хырăмĕ пысăк. Аграрисем пĕр çул тата нумай çул ÿсекен курăксене 649 тата 412 гектар акнă.

Юлашки çулсенче «иккĕмĕш çăкăра» тупăшлă вырнаçтарма йывăртарах. Çапах та хăшпĕр ял хуçалăх организацийĕсем ыррине шанаççĕ, çĕрулми лартаççĕ. Çак вăхăт тĕлне 6 хуçалăхăн уй-хирĕнче хĕрÿ ĕç шавĕ тăрать. «Мураты» кооперативра пуринчен ытла çĕрулми лартнă. Ĕç кăтартăвĕ – 65 гектар.

– Çăкăртан асли çук теççĕ. Çĕрулми те хисепре пултăрччĕ. Ахальтен мар ăна «иккĕмĕш çăкăрпа» танлаштараççĕ, – çирĕплетрĕ Уйкас Явăшри çамрăк механизатор Юрий Васильев. Вăл аслă ĕçтешĕнчен Сергей Митрофановран тĕслĕх илсе хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика