Республикăра, вăл шутра хамăр ра-йонта та, «Ачалăх ячĕ-пе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх марафонĕ пырать.
Акцин тĕллевĕ пархатарлă – пурнăçăн йывăр лару-тăрăвне лекнĕ, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă, ăнăçсăр çемьесенче пурăнакан ачасен ыйтăвĕсене тимлĕхе илесси.
Ыркăмăллăх енчĕкне кашниех тÿпе хывма пултарать. Пухăннă укçа-тенкĕпе тупăш сахал илекен, нумай ачаллă çемьесене, йывăр чирлĕ ачасене пулăшĕç. Пирĕн районта ытти çулсенче ыркăмăллăх марафонĕн укçине çÿлерех асăннă категорири ачасене шкулта вĕри апат çитерме янă.
Май уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне вăрнарсем «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафон фондне 171814,50 тенкĕ хывнă. Республикипе пĕтĕмпе 3489633,49 тенкĕ пухăннă.
Ырă ĕçе пурте хутшăнар – йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене пулăшар!
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Реквизитсем:
ЧРО ООБФ «Российский детский фонд»
ИНН 2128005408, КПП213001001
Расчетный счет № 40703810075220160067 В Чувашском отделении № 8613
ПАО Сбербанка г.Чебоксары,
БИК 049706609, к/с 30101810300000000609
Ноябрь 2024 |