Нумаях пулмасть редакцие Кив Шуртан çыннисенчен çыру çитрĕ. Лесная урамра 2013 çулта сарнă чуллă-хăйăрлă çул хĕл хыççăн пĕрремĕш çуркуннех арканма тытăннине пăшăрханса пĕлтернĕ унта. Çула сарма Кĕçĕн Кипек поселенийĕ 711 пин те 307 тенкĕ тăкакланине каланă. «Укçине тăкакларăмăр, çулĕ вара паянхи кун та çук, хăйăрпа вак чула çул çинче шыраса тупма йывăртарах», – тесе çыраççĕ кив-шуртансем. Çавăн пекех вĕсем 2017 çулта кăна-ха тăррине çĕнĕрен витсе юсанă клуб ĕçлемен пирки те ÿпкелеççĕ.
Çыру тĕлĕшпе район администрацийĕн тĕрĕслевпе счет органĕ тĕрĕслев ирттернĕ. Унтан çакăн пек хурав килчĕ:
«2013–2015 çулсенче Кĕçĕн Кипек поселенийĕнчи çулсене юсама пăхнă укçаран (1364,5 пин тенкĕ) Кив Шуртанри çул юсавне 834,3 пин тенкĕ (61,1 процентне) уйăрнă. Укçапа туллин усă курнă.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче комисси çулăн транспортпа эксплуатаци шайĕн хаклавне те ирттернĕ. Палăртнă тăрăх, Лесная урамри вак чул хунă çулăн тăрăмне хаклама май çук. Мĕншĕн тесен ку çул вырăнĕнче çĕнĕ автоçул строительстви пырать. Тĕрĕслев тĕлне кунта çул сарма траншея чавнă, катокпа çĕре хытарас ĕç пынă. Ĕçсен заказчикĕ – «Чăваш Республикин автомобиль çулĕсен управленийĕ» хысна учрежденийĕ. 675 метр тăршшĕ çулăн строительстви кăçалхи сентябрьте вĕçленмелле.
2017 çулта Кив Шуртанри ял клубĕн çуртĕнче юсав пурнăçлама 281,66 пин тенкĕ уйăрнă: федераллă бюджетран – 245,3 пин тенкĕ, республикăран – 27,27 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран – 9,09 пин тенкĕ. Аукцион кăтартăвĕсем тăрăх клуб тăррине юсама «Строительная компания «Президент М» обществăпа килĕшÿ çырнă.
Хальхи вăхăтра Кив Шуртанри клуб ĕçлет. Район администрацийĕн культура, национальноçсен ĕçĕсен, физкультура тата спорт пайĕн пуçлăхĕ ăнлантарнă тăрăх, С.Захарова культорганизатор çур ставкăпа тунтикун, юнкун тата эрнекун 9 сехетрен 12 сехетчен тимлет».
Ноябрь 2024 |