Вăрман кодексĕнче çырнă тăрăх, граждансен вăрмансенче ирĕклĕн тата тÿлевсĕр çÿреме право пур. Вĕсем хăйсем валли улма-çырла, мăйăр, кăмпа е апата юрăхлă ытти курăк-çимĕçе пухса хатĕрлеме пултараççĕ.
Анчах та хăшпĕр чухне çынсен ку правине чарма тивет. Сăмахран, пушар тата санитари хăрушсăрлăхне е вăрманти тĕрлĕрен ĕçсем вăхăтĕнче çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕллевпе. Çав вăхăтрах граждансен хăйсен те пушарпа санитари правилисене, вăрмана çĕнетмелли тата ăна пăхса тăмалли йĕркене çирĕп пăхăнмалла.
Кăçалхи май уйăхĕн 1-мĕ-шĕнчен Чăваш енре пушара хирĕçле уйрăм йĕрке кĕртнĕ. Унпа килĕшÿллĕн вăрмансенче тата вĕсен çывăхĕнчи территорисенче кăвайт чĕртме, кăвар çинче апат-çимĕç хатĕрлеме е çÿп-çап çунтарма чарнă. Вăрман çумĕнчи е ял хуçалăх çĕрĕсемпе юнашар çĕр пайĕсенче те типĕ курăка чĕртсе яма юрамасть. Пушар хăрушсăрлăхĕ IV тата V класс шайне ÿссен, çанталăк мĕнлине кура, вăрмансене кĕме вуçех чарассине те палăртнă.
Уйрăм йĕрке вăхăтĕнче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăсни административлă правăна пăсни шутланать. Штраф виçи граждансемшĕн – 4–5 пин тенкĕ, должноçри çынсемшĕн – 20–40 пин тенкĕ, организаци-учрежденисемшĕн – 300–500 пин тенкĕ.
Çутçанталăка
сыхлассипе тимлекен Шупашкарти районсем хушшинчи
прокуратура.
Ноябрь 2024 |