Хатĕрлĕхе тĕрĕсленĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.06.2019, 16:42 Просмотров: 378

Чăваш ен тĕп хулинче терактсене асăрхаттарас тĕлĕшпе калăпăшлă вĕренÿсем иртнĕ.

Вĕсене Терроризма хирĕçле наци комитечĕн оперативлă штабĕ йĕркеленĕ. Çакăн çинчен Федераллă хăрушсăрлăх службин пресс-служби пĕлтерет.

Вĕренÿсен планĕ тăрăх, ятарлă операци вăхăтĕнче теракт тăвас шухăшлă «преступниксене» тытса чарнă, «салука илнĕ» çынсене ирĕке кăларнă.

ФСБ сотрудникĕсемпе пĕрле вĕренÿсене Шалти ĕçсен республикăри министерствин сотрудникĕсем те хутшăннă. Вĕсем обществăлла йĕркене, çав шутра çул-йĕр хăрушсăрлăхне те, тивĕçтернĕ, ытти тĕллевсене пурнăçланă.

Вĕренÿсене хутшăннă министерствăсемпе ведомствăсен мĕнпур подразделенийĕсем терактпа çыхăннă хăрушлăха сирме хатĕррине кăтартнă, вĕсен ĕçне лайăх хак панă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика