Судпа айăпланни е айăпланманни çинчен справка ытларах чухне патшалăх тата муниципаллă органсен ĕçченĕсене кирлĕ.
Унсăр пуçне, граждансен уйрăм даннăйĕсене тишкерме право паракан саккунлă полномочисене кура, патшалăх тата муниципаллă органсем хăйсем те ку справкăна ыйтса çырма пултараççĕ. Справкăна Шалти ĕçсен Чăваш енри министерствин Информаци центрĕнче е шалти ĕçсен районти пайĕнче е Нумай функциллĕ центр урлă илме май пур.
Çавăн пекех граждансене Интернет урлă хăвăрт тата çăмăл документ çаврăнăшĕн мелĕпе те усă курма сĕнетпĕр. www.gosuslugi.ru сайтра пĕр хутчен регистрациленсен порталăн мĕнпур тивĕçтерĕвĕсем пуриншĕн те уçă. Çав шутра – Раççей Шалти ĕçсен министерстви кÿрекен тивĕçтерÿсем те.
Справкăна Пĕрлĕхлĕ портал урлă илме, паллах, самай ансатрах та меллĕрех. Пĕрремĕшĕнчен, ку мелпе янă ыйтусене чи малтан пăхса тухаççĕ (пурнăçлав вăхăчĕ – 10 кун таран). Иккĕмĕшĕнчен, заявление килтен тухмасăрах яратăр. Виççĕмĕшĕнчен, справка хатĕрри çинчен тÿрех электронлă почтăпа е уйрăм кабинетра уведомленипе пĕлтереççĕ. Чи пĕлтерĕшли – вăхăт перекетленет, патшалăх органĕсене темиçе хутчен кайса чăрманмалла мар.
В.БОГАТОВ,
полицин «Вурнарский» пайĕн штаб инспекторĕ шалти служба капитанĕ.
Ноябрь 2024 |