Хаçат тусĕн ыйхи кĕске

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.06.2019, 15:03 Просмотров: 358

Район тăрăх ĕçлĕ çулçÿреве тухсассăн тĕрлĕ çынсене курма тивет. Акă пĕри ман еннелле аллине сулса: «Эй, Аркаш хĕрĕ, стой! Хулара пурăнатăн та хамăрьялсене те манса кайрăн-им, э?» – тесе хыттăн кăшкăрчĕ.

Хăй ура çинче аран-аран тайкаланса тăрать. Ахăртнех, ÿсĕрскер, мана такампа пăтраштарать. Ял лавккинелле утакан арçынпа хĕрарăм ăна хĕрхенсе:

– Мĕн тери шел Йăвана. Ĕçкĕ-çикĕпех пĕтет, шеремет. Пенси çулне те çитмен вĕт. Вăйпиттискер ниçта та ĕçлемест, килĕрен çăкăр ыйтса çÿрет. Тахçан картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытатчĕ, халĕ унăн пĕр чăх та çук. Пахчи-анкартинче çумкурăк ашкăрать.

Пурнан пурнăçра кашни çыннах витĕр курăнать. Пĕри янттине кĕтет, тар кăлармасăрах çăкăр çиесшĕн, тепри ларма-тăма пĕлмесĕр вăй хурать. Хурапыр Юнтапари Галина Сидоровна Михайловăпа сăмах пуçарсассăнах вăл тăрăшуллă çын пулни палăрать. Ĕмĕр тăршшĕпех ял хуçалăх отраслĕнче тимленĕрен, ачаранах çăкăр хакне пĕлсе ÿснĕрен пулĕ 82 çулти хĕрарăм самантлăха та ĕçлемесĕр ларасшăн мар. 57 хур, 20 бройлер, 15 сурăх тата пĕр ĕне усрать.

Ирхи виçĕ сехетре вăранать. Шăпчăк юрри-кĕввипе киленсе ĕçе пуçăнать. Кайăк-кĕшĕке апатлантарать. Ĕне сăвать те пилĕк сехет тĕлне сĕт сутма тухать. Чĕртавара кашни кун 13–15 литр вырнаçтарать. Унтан выльăх-чĕрлĕхе кĕтÿ-касăва, хурсене пĕвене ярать. Телее, ялĕпе 43 ĕне тытаççĕ. Çавăнпа та касу пăхмалли черет икĕ уйăхра пĕрре çитет. Ачи-пăчи, мăнукĕсем амăшне, асламăшне-кукамăшне яланах пулăшма хатĕр.

Ĕç ветеранĕ анкарти тулли пахчаçимĕç çитĕнтерет. Пĕлтĕр пăрăç тухăçĕ пысăк пулнă, çимĕçе вунă витре пухса илнĕ. Помидорĕ те ăнса çитĕннĕ.

Галина Михайлован анкарти хыçĕнче мĕн тĕрлĕ йывăç-тĕм ÿсмест пулĕ? Катăркас, ирга, барбарис, кÿкен (терн), çĕмĕрт, çăка, пилеш, хурăн... Хастар хĕрарăм пур йывăç-тĕме хăех лартнă.

Канăçа пĕлмесĕр ĕçлесен те тавракурăма аталантармалли çинчен манмасть.

– «Çĕнтерÿ çулне» кашни çулах çырăнса илетĕп. Ăна алла тытсанах пусма вĕçне ларатăп та тĕпĕ-йĕрĕпех вуласа тухатăп,– терĕ Галина Сидоровна. – Тăван хаçат кăмăла çĕклет кăна мар, выльăх-чĕрлĕхе вырнаçтарма пулăшать. Хаçатра пичетленнĕ пĕлтерÿсене вулатăп та – пăру та, такасем те сутатăп.

Хĕрĕ Лена та Шупашкартан килсенех район хаçачĕн çĕнĕ номерĕсем пур-и тесе кăсăкланать иккен. Амăшĕ пекех кашни статйине тĕплĕн шĕкĕлчет.

Галина Сидоровна Турра ĕненет, тĕн кĕнекисене вулама юратать. Аслă уявсенче Шупашкарти Введени чиркĕвне çитме тăрăшать. Тăватă çул каялла Мускаври Çветтуй Матрона храмĕнче пулнă.

Хаçат тусĕ Красноармейски районĕнчи Янмурçин ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1960 çулта Хурапыр Юнтапари Александр Михайловпа çемье çавăрнă, виçĕ хĕрпе икĕ ывăл çуратса çитĕнтернĕ. Галина Сидоровна хăйĕн ĕмĕрĕнче мăнуксене кăна мар, кĕçĕн мăнуксене те утьăкка сиктерсе курнă.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика