Медицина ĕçченĕн кунĕ çитнĕ май районти тĕп больницăра тимлекенсен ĕçне пысăка хурса хакланине пĕлтерес килет.
Пирĕн Уйкас Кипек участокĕн терапевчĕ Ирина Николаевна Васильева уйрăмах ырă кăмăлпа, тараватлăхпа палăрать. Вăл çынсене эмелпе çеç мар, сăмахпа та сиплет. Тухтăр пулас талантне Турри ăна хĕрхенмесĕр панă. Вăл Гиппократ тупине çирĕп тытса пырать.
Уйкас Кипек тăрăхĕ те мухтавлă медицина ĕçченĕсемпе палăрать. Маларахри çулсенче Вăрман Кипекри Ирина Даниловна Данилова, Услантăр Енĕшри Елена Афанасьевна Володькина тăрăшса ĕçлерĕç. Хальтерехри саманара Вăрман Кипекри фельдшер пункчĕн заведующийĕнче Галина Васильевна Петрова нумай çул вăй хучĕ.
Енĕшри çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне Татьяна Тимофеевна Афанасьева ертсе пырать. Вăрман Кипекри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн тухтăрĕ – Ирина Николаевна Васильева. Медсестра пирĕн ял хĕрĕ – Алина Романова тимлет.
Медицина ĕçченĕсем шанса панă ĕçе тивĕçлĕ пурнăçланă, пурнăçлаççĕ те. Ял халăхĕ вĕсене хисеплет. Ĕçченсене тÿрĕ кăмăллă пулнăшăн, çын инкекне чĕре çывăхне илнĕшĕн, çийĕнчех пулăшу панăшăн тав тăвать.
Нина ГРИГОРЬЕВА.
Кивçурт Енĕш.
Октябрь 2024 |