Укçа йăкăртнăшăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.06.2019, 13:58 Просмотров: 328

Куç умĕнчи янтă укçа теприсене саккуна пăсма та хĕтĕртет.

23-ри çамрăк, акă, Р. гражданинăн куртка кĕсйинчен укçа тухса ÿкнине курнă та чăтайман, вăрттăн йăкăртнă. Укçи вара сахал мар – 75 пин тенкĕ. Ку киревсĕр ĕç кăçалхи мартра Кÿстÿмĕр ялĕнчи пĕр килте çырăннă. Каласа хăвармалла, преступление тунă çамрăк çак вăхăтра ÿсĕр пулнă.

Пысăк тăкак кÿрсе ют пурлăха вăрланăшăн ун тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Патшалăх айăплавне судра Вăрнар район прокуратури ертсе пынă.

Укçа йăкăртнă çамрăк хăйĕн айăпне туллин йышăннă. Вăрнар район сучĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн унăн 240 сехет обязательнăй майпа ĕçлесе татмалла.

А.СОРОКИН,

Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика