Вĕрентÿ ĕçченĕсем – виççĕмĕш

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.06.2019, 14:00 Просмотров: 310

Шкулти физкультура урокĕсем, класс тулашĕнчи спортпа массăллă ĕç – çамрăксене сывлăх патне илсе пыракан анлă та вĕçĕмсĕр çул.

Анчах та сывă ăру çитĕнтерессинче аслисен тĕслĕхĕ те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Районти вĕрентÿ ĕçченĕсем ахальтен çак тĕллеве мала кăларса тимлемеççĕ ĕнтĕ. Вĕсене районта, республикăра иртекен тĕрлĕ ăмăртусенче курма пулать.

Анчахрах, акă, вĕсем республикăри вĕрентÿ ĕçченĕсен спартакиадин виççĕмĕш тапхăрне хутшăннă. Вунпилĕк команда эстафетăра, хаваслă стартсенче, икĕ енлĕ кĕрешÿре, дартсра, вырăнтан сикессипе тупăшнă.

Пĕтĕмĕшле зачетра вăрнарсем виççĕмĕш вырăн йышăннă. Командăна районтан улттăн педагогĕ пĕрлешнĕ – Эмилия Концова, Надежда Андреева, Ирина Петрова, Михаил Павлов, Дмитрий Корнилов тата Алексей Кондратьев.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика