Ĕмĕтлен, пултарулăхпа палăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.06.2019, 14:03 Просмотров: 316

Виçĕмкун районта Пĕтĕм Раççейри çамрăксен кунĕ пур ăрури çынна та пĕрлештерчĕ.

Программăна ытти çулхисенчен пуянрах йĕркеленĕ. Маларах ачасем тĕрлĕ конкурс-вăйăра савăнчĕç, пултарулăх номерĕсем кăтартрĕç. Хыççăн уява студентсем, çамрăк ĕçченсем, аслăраххисем хутшăнчĕç. Ĕç коллективĕсем хушшинче «батлсем» иртрĕç.

Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Денис Трофимов саламларĕ, пултаруллă çамрăксенче çĕршыв пуласлăхĕ пулнине палăртрĕ.

Уявра, ĕçре, вĕренÿре малта пыракан, нумай енлĕ аталаннă çамрăксем чыса тивĕçрĕç. Район администрацийĕн Хисеп грамотипе «Чувашкабельмет» акционерсен хупă обществин шăратуçине Артем Алексеева, ял хуçалăх техникумĕн студентне Борис Ильдуганова, «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн информатизаци технологийĕсен центрĕн инженерне Эдуард Гаврилова, Калинино райповĕн водительне Владислав Леонтьева, район тĕп больницин медицина сестрине Мария Прокопьевана, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн технологне Екатерина Степанована наградăларĕç.

Вĕрентÿ пайĕн Хисеп грамотине вуниккĕн тивĕçрĕç.

Çамрăксене çак кун районти, Элĕк тăрăхĕнчи, Шупашкарти эстрада юрăçисем саламларĕç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика