Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.07.2019, 15:50 Просмотров: 325

Иртсе кайнă ултă уйăхра районта гражданла тăрăмăн 511 актне регистрациленĕ. Ку ĕçе пурнăçланă май бюджета патшалăх пошлини 169880 тенкĕ пухăннă.

Çакăн пек кăтартусене пĕлтерет район администрацийĕн ЗАГС пайĕ çур çулхи пĕтĕмлетÿсене тунă май. Пепке çут тĕнчене килни – çĕр çинчи чи пысăк телей. Савăнăçлă çак пулăмпа ЗАГС пайĕн сотрудникĕсем 122 акт çырнă. Çемьесенче ытларах хĕрачасем çуралнă – 63-ĕн, арçын ачасем – 59. Ку шутран 12 пепке – пĕччен амăшĕсен. Çав вăхăтрах ашшĕлĕхне йышăннă тĕслĕхсем те пур – пурĕ 25 документа регистрациленĕ. Сăмах май, пĕлтĕрхи ултă уйăхра 18 ача ытларах çуралнă пулнă.

Шел те, тĕрлĕ сăлтавпа пурнăçран уйрăлакансем нумай. Кăçалхи çур çулта та вилнисен хисепĕ ача çуралнин кăтартăвĕнчен икĕ хут та пысăкрах. Ултă уйăхра кăна районта 286 çын чакнă: 160 арçынпа 126 хĕрарăм. Хĕрарăмсем вăтамран 76 çул пурăннă-тăк, арçынсен пурнăç тăршшĕ 65,4 çулпа танлашнă. ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çак тапхăрта 36 мăшăр хăйсен юратăвне саккунлă майпа çирĕплетме кăмăл тунă. Анчах, шел те, çемьесем арканнă тĕслĕхсем те çавăн чухлех. Вĕсенчен 28-шĕ суд йышăнăвĕпе уйрăлнă.

Çавăн пекех çур çулта гражданла тăрăм акчĕсене тÿрлетÿсем е улшăнусем кĕртме ыйтнă заявленисене 105 пăхса тухнă, 275 свидетельствăна çĕнĕрен панă, 1033 справка хатĕрленĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика