Ар çыхăнăвĕ урлă чир-чĕр ересрен сыхă пулмалла.
Астăвăр: сифилис – ерекен чир. Пĕлтĕр çак инфекцие ертнисен шучĕ виçĕмçулхинчен 46 процент ÿснĕ: çитĕннĕ 100 пин çын пуçне 12,7 тĕслĕх, çула çитмен 100 пин ача пуçне – 1,8. 2018 çулхи кăтартусене илес пулсан, сифилиспа ытларах 20–39 çулсенчисем (59,9 процент) чирленĕ.
Сифилиспа нушаланакансенчен 68,6 проценчĕ – ĕçлемен граждансем, 4,5 проценчĕ – вĕренекенсем.
Канаш хулинче, Куславкка, Патăрьел, Тăвай, Красноармейски, Канаш, Елчĕк, Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай, Çĕрпÿ, Етĕрне, Элĕк районĕсенче сифилиспа чирлекенсем йышланнă.
Ноябрь 2024 |