Иртнĕ шăматкун Канаш районĕнчи Вăрман Енĕшре ял уявĕ кĕрлерĕ.
Вăрман-енĕшсене саламлама виçĕ Енĕш (Кивçурт, Писĕп, Услантăр) ялĕсенчи юрă-ташă ăстисенчен йĕркеленĕ «Енĕш ен» фольклор ушкăнĕ те хутшăнчĕ.
Каласа хăвармалла, историксемпе тĕпчевçĕсем çырнă тăрăх, ку тăрăха Енĕш ял çыннисем 1558 çулта Куславкка районĕнчи Енĕш (вырăсла Аниш) юханшыв хĕрринчи ялтан Çавал тăрăх хăпарса, Услантăр шывĕ хĕррине куçса килсе вырнаçаççĕ. Вăхăт иртнĕ май енĕшсем уйрăлса тухса пилĕк ял йĕркелеççĕ. Хальхи вăхăтра виçĕ ялĕ Вăрнар районне кĕреççĕ% Кивçурт Енĕш, Енĕш тата Услантăр Енĕш, иккĕшĕ Канаш районне – Вăрман Енĕш, Пратьякасси Енĕш.
«Енĕш ен» фольклор ушкăнĕ нумай пулмасть йĕркеленнĕ. Ун йышĕнче çамрăксем пурри савăнтарать, пуласлăхĕ пур пек туйăнать. Канаш районĕнче пире çывăх тăвансем пек кĕтсе илчĕç, тăвăллăн алă çупрĕç.
Пултарулăх ушкăнне Енĕшри клуб ертÿçи Людмила Трофимова ертсе пырать. Ун йышĕнче ытларахăшĕ кивçурт-енĕшсем% Валентина Афанасьева, Галина Тихонова, Юлия Григорьева, Андрей Афанасьев, Вячеслав Алексеев, Татьяна Афанасьева. Енĕшрен иккĕн% Валентина Петрова тата Надежда Кузьмина, Услантăр Енĕшрен иккĕн% Валентина Николаева тата Татьяна Данилова.
Çăкăр-тăвар хире-хирĕç, тенĕ ваттисем. Уява эпир Вăрман Енĕшри «Енĕшсем» фольклор ушкăнĕ хамăр яла праçнике темиçе хутчен те килнипе кайрăмăр.
Пирĕн тăрăхран унта çавăн пекех Услантăр Енĕшри учитель-ветеран Агреппина Яковлевна Игнатьева хĕрĕсемпе, ывăлĕпе тата мăнукĕсемпе хутшăнса тĕрлĕ номерсемпе савăнтарчĕç. Уйкас Кипек ял поселенийĕн «Кипек ен» фольклор ушкăнĕ илемлĕ юрă-кĕвĕ парнелерĕ.
Пĕр кăкран тухнă Енĕш ялĕсен туслăхĕ ĕмĕре пытăр – çак шухăша тухса калакансенчен кашниех палăртрĕ.
Вячеслав АЛЕКСЕЕВ.
Ноябрь 2024 |